И мӗн пуян, тӑванӑм?
Сывлӑх пуян.
Сывлӑх ҫул памасӑр ҫта каян?
И мӗн пуян, тӑванӑм?
Туслӑх пуян.
Пин ылтӑн мар, пин тус эс туян.
И мӗн пуян, тӑванӑм?
Халӑх пуян.
Унсӑр пуҫне кама пуҫ таян?
Эс те пуян, тӑванӑм,
Эп те пуян:
Пуҫӑмӑрта сывлӑх пур паян.
Сывӑ пулар, тӑванӑм,
Туслӑ пулар,
Халӑх ирӗкӗнчен ан тухар.